Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар районӗ

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар округӗнчи Лапракасси ялӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Шалта вара 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Шел те, вӑл урама тухса ӗлкӗреймен.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра мунчана хутман. Пушар сӳнтермен пирус тӗпӗшӗн тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

25 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗре виҫе техника хутшӑннӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 83 пушар пулнӑ. Вӗсенче 4 ҫын вилнӗ, 12-ӗн аманнӑ.

 

Культура

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен паллӑ ентеше Борис Алексеева, СССР халӑх артистне, асӑннӑ тӑрӑхри Паҫпак ялӗнче ҫуралса ӳснӗскере ырӑпа аса тытаҫҫӗ.

Апашри халӑх театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 4 ҫул каялла театра Борис Алексеев ятне панӑ, 3 ҫул каялла халӑх артисчӗн ентешӗсем Борис Алексеев ячӗпе Паҫпак ялӗнче палӑк лартнӑ. Апаш халӑх театрӗн артисчӗсем чапа тухнӑ артист ятне тивӗҫтерес енӗпе ырӑ йӑлана малалла тӑсма шут тытнӑ, театр логотипӗпе ятарласа футболкӑсем туса хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-178084661_690
 

Республикӑра
t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ҫамрӑк хӗрарӑм патшалӑх шучӗпе парикмехера вӗренсе тухнӑ. «Ҫемье» ҫӗнӗ наци проекчӗпе социаллӑ контракт валли Чӑваш Ене 996,5 миллион тенкӗ уйӑрса пама пӑхса хӑварнӑ.

Кристина Краснова декретра вӑхӑта сая ярас темен — парикмахера вӗренме кайнӑ. Вӑл унчченхи хӑйӗн ӗҫне пӑрахса парикмахерски уҫма кӑмӑл тунӑ.

«Эпӗ халӗ питех те телейлӗ. Парикмахер ӳнерӗ пӗр вырӑнта тӑмасть, пултарулӑха туптама тӗрлӗ ӑсталӑх класне ҫӳретӗп», — хавхаланса каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/7482
 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар округӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакан Роговсен ҫемйи юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать. Юр кӗлеткесем, Хӗл мучи, Юр пике, чӗрчунсем... Темӗн те тпур вӗсен килӗ умӗнче. Вӗсене Ольга Семенова тата унӑн команди ӑсталанӑ: мӑшӑрӗ, хӗрӗ, виҫӗ ывӑлӗ.

Юртан тунӑ кӳлепесем ял ҫынничене кӑна мар, Тюмень облаҫӗнчен хӑнана килнисене те савӑнтараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12654
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑҫалтан республикӑри 3 муниципалитетра туризм налукӗ вӑйра: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар округӗнче.

Камсем тӳлӗҫ-ха ӑна? Хӑна ҫуртӗнче, отельте, хостелта, санаторире чарӑнакансем. Налук пурӑнмалли хакӑн 1 проценчӗпе танлашать, анчах талӑкра 100 тенкӗрен сахалрах мар.

Пухнӑ укҫапа туризм инфраструктурине ҫӗнетӗҫ, ҫӗнӗ обьектсем хута ярӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти хыснана 40 миллион тенкӗ кӗрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19043
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Нина Анисимова 90 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр (кинемее унти социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пурӑнать) ӗҫченӗсем килне пырса саламланӑ.

Нина Емельяновна Шупашкар районӗнчи Колешша ялӗнче ҫуралнӑ. Упӑшкипе хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, паян кинемей 4 мӑнукпа тата мӑнукӗн 4 ачипе савӑнса пурӑнать. 40 ҫул ытла Электроаппаратура заводӗнче слесарь-сборщик пулса тӑрӑшать.

 

Тӗнче тетелӗ
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ

Халӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ халӑх тетелӗсенче ларать. Унтах вӗсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗсене те татса пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере кӑна, раштав уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче, халӑхран 1758 ҫыру килсе ҫитнӗ. Вӗсене патшалӑх пабликӗсем йышӑннӑ.

Халӑх тетелӗсенче ҫынсен ыйтӑвне вӑтамран 3 сехет те 26 минутра хуравлаҫҫӗ. Ку енӗпе уйрӑмах хастар муниципалитетсен йышӗнче — Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Шупашкар муниципаллӑ округӗ.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртсен оперативлӑ дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Шупашкар округӗнчи Аркассинче хӗрарӑм ҫырмана ӳкнӗ те хӑй тӗллӗн тухайман. Вӑл аманнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫырмана анса хӗрарӑма наҫилкка ҫине хурса илсе хӑпарнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсене панӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кил умне капӑрлатать. Кӑҫал вӗсем Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хапхи ҫине чӑваш эрешне ӳкернӗччӗ.

Хальхи вӑхӑтра Ивановсен килӗ умӗнче чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Вӗсем Ҫӗлен ҫулталӑкне кӗтсе илме хатӗрленнӗ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12468
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 9 сехетре Шупашкар округӗнчи Хыркасы ялӗнче вырӑнти администраци ҫурчӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗм зданире сарӑлнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Вырӑна

пӗтӗмпе 6 пушар машини ҫитнӗ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑка сиенлетнӗ. Шалти отделка самаях шар курнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электросеть авариллӗ режимра ӗҫленипе тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 198
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 07

1905
120
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
71
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
39
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй